
Чӑваш кӗнеке издательстви виҫӗ ҫул ӗнтӗ чӑвашла роман ҫыракансен конкурсне ирттерет. Унта суйласа илнӗ чи лайӑх ӗҫе кайран кун ҫути кӑтартаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи конкурсра Ангелина Павловскаян «Ҫутӑ ӗмӗт ҫунатлӑ» алҫырӑвӗ мала тухнӑ. Халӗ ӑна Чӑваш кӗнеке издательстви кун ҫути кӑтартнӑ.
Ангелина Павловская 1939 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Пӗчӗк Енкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри библиотекарьсем хатӗрлекен техникумра, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Куславкка районӗнчи Карачри вӑтам шкулта вырӑс чӗлхи учителӗ, Куславккара комсомол райкомӗнче 1-мӗш секретарьте, унтан Шупашкарти Мускав районӗнчи ҫутӗҫ пайӗн инспекторӗнче ӗҫленӗ, Шупашкарти 45-мӗш шкулта, 1-мӗш гимназире ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Малтанхи тӗрленчӗкӗсем «Пионер сасси» хаҫатра, «Хатӗр пул» журналта пичетленнӗ, «Ярӑм-ярӑм явӑнать тӗтре» повеҫӗ 1983 ҫулта «Ялав» журналта кун ҫути курнӑ.

Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫхине Вӑрнар округӗнче Тӑвальушкӑнь Ялтӑра ялӗ ҫывӑхӗнче Урваш юханшывӗнчен вырӑнти ҫынсем 33-ри арҫын виллине туртса кӑларнӑ. Ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл плотинӑра пулӑ тытнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе путса вилнӗ.
Аса илтерер: юпан 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Шуршӑл ялӗ ҫывӑхӗнче 47-ри пулӑҫ путса вилнӗ. Юпан 18-мӗшӗнче Куславкка округӗнчи Ҫӳлти Улмалуй ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 57-ри арҫын путнӑ.

Пирӗн ентеш, 61 ҫулти Елизавета Ларионова, Пӗрремӗш каналпа пыракан «Модный приговор» кӑларӑма хутшӑннӑ.
Вӑл – Куславкка округӗнчи Анат Шуршу ялӗнчен. Елизавета 30 ҫул ытла ӗнтӗ ача пахинче воспитательте ӗҫлет. 9 ҫул каялла вӑл Подольска куҫса кайнӑ, унта ӗҫ тата савни тупнӑ.
Малтанах Елизавета секонд-хендра пӗр-икӗ япала туяннӑ. Кайран вара тӑтӑшах лосина, балахон, ҫат тытакан кофта тӑхӑнса ҫӳреме пуҫланӑ. Савнийӗ вара ҫын умӗнче унран вӑтанма тытӑннӑ. Ҫапла хӗрарӑм «Модный приговор» кӑларӑмран пулӑшу ыйтнӑ.
«Королева пулас килет!» - тенӗ вӑл. Стилистсем унӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: хӗрарӑм илемне кӑтартакан, ӳсӗмӗпе килӗшсе тӑракан тумтир суйланӑ. Капла вӑл савнине, тӑванӗсене те килӗшет.

Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Ташӑ эрешӗсем» хореографи пултарулӑхӗн регионсем хушшинчи IV фествиаль-конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Вӑл Чӑваш Енри паллӑ балетмейстерсен Людмила Нянина тата Владимир Милютин ячӗпе хисепленсе тӑрать.
Конкурса ҫулсерен Чӑваш Енӗн Культура тата ӳнер институчӗ тата Куславкка ентешлӗхӗ йӗркелесе ирттерет. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчи коллективсем хутшӑннӑ, ҫав шутра Тутарстанри, Мари Элти тата Чулхула облаҫӗнчи.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Куславкка округӗнчи Ҫӳлти Улмалуй ялӗнче, 57-ри арҫын путса вилнӗ.
Ку инкек ял ҫывӑхӗнчи плотинӑра пулнӑ. Арҫыннӑн виллине ҫӑлавҫӑсем шыраса тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Халӗ вӑл мӗнле сӑлтава пула путса вилнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра шыв ҫинче 26 инкек пулнӑ, вӗсенче 23 ҫын вилнӗ, ҫав шутран иккӗшӗ – ачасем.

Паян Шупашкарта пурӑнакан Петр Ионов 90 ҫул тултарнӑ.
Петр Андреевич Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен вӑл ҫара кайнӑ, Инҫет Хӗвелтухӗҫӗнчи Ҫар авиацине лекнӗ. Унта реактивлӑ самолётсен механикӗ пулнӑ.
Салтакран таврӑнсан каччӑ Электромеханика техникумӗнчен мӗнпур пиллӗкпе вӗренсе тухнӑ та Агрегат заводӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ. Аслӑ пӗлӳ илсен «Энергозапчасть» заводра тӗп механикра тӑрӑшнӑ.
1961 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрӗпе Людмила Сергеевнӑпа пӗр хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Вӗсен мӑнук, мӑнукӗсен ачисем пур. Ватӑсене хулари Комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ Эльза Павлова та пӑхса пулӑшать.

Ҫурлан 24-мӗшӗнче Куславкка округӗнчи Кивӗ Тӗрлемес ялӗнчи автозаправкӑра ӗҫлекенсем фура водителӗ кабинӑран нумай вӑхӑт тухманнипе кайса тӗрӗслеме шутланӑ. Лешӗ унта тӑнсӑр выртнӑ.
Тӳрех медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем Ставрополь крайӗнче пурӑнакан 46-ри арҫынна тӑна кӗртнӗ. Анализ илсен юнра юраман япаласем пуррине тупса палӑртнӑ.
Полици фура салонне пӑхнӑ хыҫҫӑн наркотик тӗрки тата шприцсем тупнӑ. Водитель наркотике ҫул ҫинче вӑрттӑн вырӑнтан илнӗ иккен.
Вӑл Мускаври транспорт компанийӗнче ӗҫлени паллӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Пӑрачкавра та Вилӗмсӗр ҫулӑм ҫунма пуҫланӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑҫинче пуҫ хунисене асра тытса лартнӑ мемориалта авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӗртнӗ.
Вӑрҫа ҫав тӑрӑхри 8 519 ҫын тухса кайнӑ, 5 230-шӗ каялла таврӑнайман.
Мемориала 1967 ҫултах уҫнӑ. Ӑна газификацилеме халӗ 83 метр тӑршшӗ газ пӑрӑхӗ хунӑ.
Вилӗмсӗр ҫулӑм пирӗн республикӑра ҫапла вара 13 ҫӗрте ҫунать: Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнче тата 1-мӗш масар ҫинчи тӑванла вил тӑпри ҫинче, Канашра, Кӳкеҫре, Ҫӗрпӳре, Патӑрьелте, Красноармейскинче, Шӑмӑршӑра, Етӗрнере, Куславкка районӗнче уҫнӑ Сӑр чиккине чавнисене асра тытса уҫна мемориалта, Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫра.

Чӑваш Ене ҫӗнӗ 39 автобус ҫитнӗ. Вӗсем авӑнӑн 1-мӗшӗнчен ачасене илсе ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Ытларах автобуссене Канаш, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар округӗсене ярӗҫ. Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк округӗсене икшер автобус лекӗ. Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Красноармейски тата ытти округа (пӗтӗмпе 10 округа) пӗрер автобус парӗҫ.
Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ агротехникумне, Ҫӗмӗрлери политеха, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти колледжсене те автобус лекӗ.

РФ Ҫутӑҫ министерстви ҫулсерен 1250 преми парать. Вӑл 200 пин тенкӗпе танлашать. Ҫак йыша Чӑваш Енри 11 педагог кӗнӗ.
Премие Шупашкарти 2-мӗш гимназири Ирина Некрасова, Шупашкарти 1-мӗш гимназири Зоя Тихонова, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулти Фаина Тихонова, Шупашкарти 53-мӗш шкулти Ирина Семенова, Куславкка округӗнчи Елчӗк шкулӗнчи Светлана Охотникова, Шупашкарти 44-мӗш лицейри Марина Меркурьева, Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкулти Юлия Дельян, Муркаш шкулӗнчи Елена Ефанова, Тӑвай округӗнчи Элпуҫ шкулӗнчи Надежда Ильина, Канашри 3-мӗш шкулти Фатима Куршева, Шупашкарти 47-мӗш шкулти Наталия Выйгетова кӗнӗ.
